Тĕрлĕ халăхăн культура пуянлăхĕпе паллашас, вĕсем хушшинчи туслăха çирĕп тытса пырас тĕллевпе Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче сентябрĕн 5-12-мĕшĕсенче Халăхсен туслăхĕн эрни иртрĕ. Шкул ачисем вĕрентекенсем пулăшнипе вырăс тата чăваш халăхĕсем хушшинчи туслăх пирки каласа кăтартрĕç, юррисене юрларĕç, чăваш халапĕсемпе паллашрĕç, тĕррисене тĕрлерĕç. Эрнелĕхре кашни класс хастар пулчĕ. Вĕрентекенсем шкул ачисемпе «Нумай нациллĕ Чăваш Ен» калаçу ирттерчĕç, «Раççей халăхĕсем» презентаци кăтартрĕç. «Пуканене наци тумĕ тăхăнтарт» проект сехечĕ вара иккĕмĕшсемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ.