Ентеше асăнса турнир иртрĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Сурăм шкулĕн спорт залĕнче физкультура вĕрентекенĕ тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă Сергей Вячеславович Алексеева асăнса йăлана кĕнĕ тăрăх волейбол турнирĕ кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ. Спорт мероприятине Сергей Вячеславовичăн мăшăрĕ, ачисем тата юлташĕсем те килнĕ. Турнирта ултă команда хутшăнчĕ, çавăн пекех Шупашкарти волейбол вăййине кăмăллакансем пулчĕç.

Ăмăрту çивĕч иртрĕ. Шупашкарти «Лира» команда виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ехремкасси тăрăхĕнчи «Правда» вăйăçисем вара иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Райпо команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ.