Паттăрсен ячĕпе - Çĕнтерÿ аллейи

70 çул каялла хаяр вăрçă кĕрлевĕ шăпланнă. Апла пулин те кашни çемьене пырса тивнĕ хуйхă-суйхă чылай çул иртсен те хăй çинчен аса илтерет, йывăр суран халĕ те сипленмен. Çакă вара мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн 1941-1945 çулсенче фронтра çапăçнă асаттесемпе тылра хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ асаннесен, вăл тапхăрта вăйă-кулă мĕн иккенне туйса курман вăрçă ачисен сăн-питĕнче халĕ те асăрхатăп. Çамрăк, çитĕнсе пыракан ăрушăн та вăрçă хаярлăхĕ ют мар. Çакна Какаçра майăн 9-мĕшĕнче вăрçă паттăрĕсене асăнса уçнă стелла патĕнче тепĕр хут асăрхарăм. Ялти клуб çывăхĕнчи лапама пуçтарăннă аслă ăрурисен, вăй питтисен, шкул сукмакне такăрлатакансен куçĕсем шывланнăччĕ.

Какаçран Тăвăн çĕршывăн Аслă вăрçине 80 çынна яхăн кайнă, вĕсенчен вара 38-шĕ килне таврăнайман. Кашни вăрçă паттăрне хисеп туса ял халхĕ стела лартма шутланă та. Çак ĕçе йĕркелессине асăннă ялта çуралса ÿснĕ профессора, халăх академикне Лев Ефимова шаннă. Килĕренех укçа пуçтарнă. Ку чухне хуласенче, урăх районсенче пурăнакансем те аякра юлман. Тăван кĕтесре тĕпленнисем вара Çĕнтерÿ аллейине йĕркелеме палăртса чăрăш хунавĕсене лартнă. Кашниех çак ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Кĕске вăхăтрах темĕн çÿллĕш стела тăвас ĕçе Виталий Петров скульптор вĕçленĕ. Уяв тĕлне ун çывăхне тăпра турттарса чечек акнă.

Майăн 9-мĕшĕнче стела çывăхĕнче Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта вĕренекен ял ачисем караул йĕркеленĕ.

- Какаçра малашне çак вырăн Çĕнтерÿ лапамĕ шутланать. Кашниншĕнех вăл сăваплă вырăн пуласса, ăна тивĕçлипе тытса тăрассишĕн пурте тăрăшасса шанатăп, - савăнăçлă мероприятие уçнă май палăртрĕ Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Павлов. И. Петровпа А. Романова вăрçă ачисем обелиск умне чечексем хучĕç. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э. Николаев пухăннисене Çĕнтерÿ уявĕпе саламласа вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртрĕ. «Çакă çитĕнсе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх. Асăннă лапам йĕри-тавра малашне карта-хуралтă тытассине аслисен татса пама тивет пулсан, ачасем вара Çĕнтерÿ аллейинчи чăрăшсем тĕрĕс-тĕкел ÿсессишĕн, стела умĕнче чечексем ешерессишĕн, ун йĕри-тавра яланах тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланассишĕн яваплă. Аслисем ертсе пынипе çамрăксем ентешсен паттăрлăхне асра тытасса шанас килет», - терĕ Эдуард Владимирович.

Стела тăвас ĕçе йĕркеленĕ Лев Ефимов вара ку енĕпе малашне те ĕçлессине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе Тă-ван çĕршывăн Аслă вăçинче пуç хунисен ячĕсене çеç çырнă пулсан, çитес вăхăтра вăрçа хутшăннă, килĕсене таврăннисен ячĕсене те вырнаçтарассине палăртрĕ. Мирлĕ пурнăçа çывхартассишĕн пуç хунă кашни салтака асăнса чан çапрĕç. В. Григорьева ял старости вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă хыççăн тăван хуçалăха ура çине тăратассишĕн ĕçленĕ ветерансен ячĕсене вуласа пачĕ. Какаçра çуралса ÿснĕ, халĕ Етĕрне районĕнче прокурорта ĕçлекен В. Степанов, «Элĕк ачи» ентешлĕх представителĕсем саламларĕç. Юлашкинчен Чăваш Сурăмĕнчи культурăпа информаци центрĕн ĕçченĕсемпе шкул ачисем концерт лартрĕç.

Сăмах май, районта Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Çулавăç, Кивуй ялĕсенче çĕнĕ палăксем, Куракассинче, Шăланра, Хирлеппуçĕнче стела тунă, Мăн Шĕвĕшре вăрçă паттăрне Григорий Иванова асăнса мемориал хăми çакнă. Ялсенчи палăксене юсаса хăтлăх кĕртнĕ. Чылай çĕрте йывăç-хунав лартса Çĕнтерÿ аллейисем тунă. Çакăнпа вара ĕç вĕçленнĕ теме çук-ха, вĕсене тивĕçлипе пăхса тăрасса шанас килет.

Эльвира КУЗЬМИНА.