Çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарассине шкулта кĕçĕн классенченех пуçламалла. Аслисен кĕлетке çирĕплĕхне ÿстерессине те йĕркелесе пымалла. Паллах, ку чухне çак ĕçе тума лайăх условисем кирлĕ. Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул спортзалĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе çулсеренех косметикăлла юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран ăна тĕпренех çĕнетме май килмен. Ялсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче физкультурăпа тата спортпа туслашма условисем туса памалли ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пирĕн шкулта та юсав ĕçĕсем ирттерме палăртни чăнахах та хавхалантарать. Спорт объектне паянхи кун ыйтнă пек хăтлăх кĕртме 1 миллион та 180 пин тенкĕ уйăрнă.
Капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Халĕ «Аликовская» МСО специалисчĕсем проектпа палăртнă ĕçсене тăваççĕ. Урайсене тикĕсленĕ, туалетсемпе душ кĕмелли пÿлĕмсенче плитка çыпăçтарассипе тимлеççĕ. Çавăн пекех строительсен пĕр ушкăнĕ стенасене штукатурка туса якатассипе ĕçлет. Çитес вăхăтра спортзал валли çĕнĕ чÿречесем, алăксем илсе килмелле. Юсав ĕçĕсене август уйăхĕнче вĕçлеме палăртатпăр.
Çĕнĕ спортзала хута ярсан ял çамрăкĕсене те кунта явăçтарма шутлатпăр. Аслă çулхисем те тимлĕхсĕр юлмĕç. Çулланнисене те пĕр ушкăна пĕрлештерсе каçсерен ятарлă занятисем ирттерме палăртатпăр.
Зоя ВАСИЛЬЕВА,
шкул директорĕ.