Чăваш Сурăм шкулĕнчи чăваш уявĕ пурне те тыткăнларĕ

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕччен республика шайĕнче «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс иртет.

Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата Вĕренÿ институчĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен калакан закона тивĕçлĕ шайра пурнăçлакан шкулсене тупса палăртасси тата вĕсен опытне сарасси. Икĕ тапхăрпа иртекен конкурса республикăри пур шкул та хутшăнма пултарать.  Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче ЧНК президиумĕн пайташĕ, "Чăваш ялĕ" комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов пулăшнипе Чăваш Сурăм шкулĕ  Республика кунне халалланă пĕрремĕш тĕлĕнмелле илемлĕ уяв йĕркелерĕ. Çак кун шкул умнелле çывхарсанах чăвашлăх сĕмĕ сисĕнчĕ. Мĕн пур ача, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ таран чăваш çи-пуçĕ тăхăннă. Шкулӑн иккĕмĕш хутĕнче чӑваш çи-пуçĕн тата сăн ÿкерчĕксен куравĕ йĕркелерĕмĕр. Йĕри-тавра чăваш юрри-ташши, сăвви илтĕнчĕ.

Уяв Элĕк районĕнчи ытти шкулсенчен пухӑннӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене тата ытти курма килнĕ хӑнасене чӑвашсен "Ылтăн çÿпçине" - тӗрри, чĕнтĕрне, эрешĕсене пӑхса тухса хаклама май пачĕ. Кашни класс ашшӗ-амӑшӗ пулăшнипе чӑваш пукани хатӗрлерĕ.  Вĕренÿ институчĕн наци вĕренÿ центрĕн ертÿçи И.А. Степанова, Чăваш наци конгресĕн ĕçтешĕ Н.Бахмисов, Элĕк район пуçлăхĕ Э.К.Волков тата килнĕ хăнасем конкурса хутшăнакан шкулпа паллашрĕç, чăваш халăх çи-пуçĕн, чăваш апат-çимĕçĕн, асамлă арчасен куравĕсене хутшăнчĕç. Курмалли, астивсе пăхмалли темĕн те пулчĕ: масмакĕ-сурпанĕ, тĕрри-эрешĕ, хуплу-шăрттанĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хатĕрленĕ «Ялан янратăр чăваш юрри-ташши» уяв концерчĕ пурне те тыткăнларĕ.

Çакнашкал пулăмсем ачасене хамăр чĕлхемĕре, йăла-йĕркене хисеплеме, илемлĕхе курса хаклама вĕрентеççĕ. Тăван чĕлхе пуласлăхĕ хамăрта, хамăр ачасенче пулнине тепĕр хут çирĕплетме май параççĕ.