Шашка-шахмат вăййине юратаççĕ

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче шашка-шахмат вăййисене юратакансем пурăнаççĕ. Ăс-тăн çивĕчлĕхне аталантарма пулăшакан вăййа ачасене пĕчĕкренех явăçтарма тăрăшатпăр. Çак тĕллевпех Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта «Тĕлĕнтермĕш шашка» кружок йĕркелерĕмĕр, унта 15 вĕренекен çÿрет. Шкул ачисен ăсталăхне тĕрĕслес, чи вăйлисене палăртас тĕлĕшпе тăтăшах классем хушшинче шашка турнирĕсем йĕркелетпĕр. 2015 çулта 2-6-мĕш классем хастарлăхпа палăрчĕç. Вĕсен йышĕнчен шашкăлла чи лайăх вылякан 12 ачана суйласа черетлĕ турнир ирттертĕмĕр. Арçын ачасен йышĕнче Владимир Тихонов, Денис Герасимов, Иван Павлов палăрчĕç, хĕрачасенчен Екатерина Сергеева, Ольга Александрова малти вырăнсене тухрĕç.

Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансене вара культура çурчĕ çумĕнчи «Комбинаци» шашка-шахмат клубĕ пĕрлештерсе тăрать. Йышра тĕрлĕ çулсенчи 15 çын. Турнирсем йĕркелесе ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ кунта. Çулталăкра темиçе те пухăнаççĕ шахматçăсем. Хамăр хушăра вылянипе пĕрлех Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенчи шахматçăсемпе те вăй виçетпĕр. Уйрăмах кÿршĕллĕ Муркаш районĕнчи Тивĕшри шахматçăсемпе туслă çыхăну йĕркелерĕмĕр. Хальлĕхе Андрей Димитриевпа Сергей Соловьева шахмăт вăййинче çитекенниех çук.

П.ЕФИМОВ,

«Комбинаци» шахмат клубĕн ертÿçи.