Иртнĕ кунсенче Элĕкри И.Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта ют чĕлхесене вĕрентекенсен тата вĕренекенсен наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Асăннă мероприятие ачасен тавракурăмне аталантарас, калаçу майне лайăхлатас тĕллевпе йĕркеленĕ. Сăмах май, юлашки вăхăтра кун йышши мероприятисем çитĕнекен ăру ют чĕлхепе калаçасси çине лайăх витĕм кÿнине палăртаççĕ педагогсем. Тĕрлĕ интереслĕ темăсем суйласа илсе вĕренекенсем пуян презентациллĕ проектсем хатĕрленĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса уçса панă. Ыйтусем çине туллин хуравланă. Кашнин ĕçнех тивĕçлипе хак панă, вĕсен йышĕнчен чи лайăххисене суйланă. Пысăк хак панисен шутне Шĕмшеш вăтам шкулĕнчен Анна Удиванова (вĕрентекенĕ Людмила Маркова), Элĕкрен Наталья Волкова (вĕрентекенĕ Валентина Запасова), Юнтапаран Марина Дудкина (вĕрентекенĕ Валентина Серафимова), Питĕшкассинчен Ирина Романова (вĕрентекенĕ Лариса Михайлова), Чăваш Сурăмĕнчен Яна Васильева (вĕрентекенĕ Альбина Васильева) лекнĕ.