Çулталăк вĕрентекенĕ паллă

Мартăн 17-мĕшĕнче вĕрентекенĕн ят-сумне ÿстерес, вĕсене хавхалантарас, пултаруллă педагогсен ăсталăхĕпе ыттисене паллашма май туса парас тĕлĕшпе Элĕкри И.Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2016» конкурс иртрĕ. Унта хутшăннисем вĕренÿ процесĕнче çĕнĕ йышши технологисемпе мĕнле усă курнине, шкул ачине интереслентерме уроксене мĕнле ирттернине, хăйсен ăсталăхне педагогсем туллин кăтартса пачĕç. Жюри членĕсем пĕр пулса Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче ют чĕлхене вĕрентекен Альбина Васильева çĕнтерÿçĕ пулса тăнине палăртрĕç. Тавăт вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературин урокĕсене вĕрентекен Вера Федорова тата Элĕк вăтам шкулĕнчи кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Оксана Иванова призерсем пулса тăчĕç.

Питĕшкасси шкулĕнчи биологи учителĕ Т. Сергеева, Мăн Вылăри кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Ф. Ильина, Мăн Ямашри математика учителĕ И. Ильдер, Вутлан шкулĕнчи истори вĕрентекенĕ А. Николаев, Юнтапари технологи учителĕ С. Константинова тĕрлĕ номинацисенче палăрчĕç.