Чăвашсурăмсем - митингра

Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине уявлама яланхи йăлапа майăн 7-мĕшĕнче кăçал та вăрçă хирĕнчен таврăнайман ентешсене асăнса лартнă палăк умне митинга пухăнтăмăр. Палăк умĕнче çар тумне тăхăннă вĕренекенсем «Хисеплĕ хурал» йĕркеленĕ. Уява Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Павлов уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э. Николаев, Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ З. Васильева, 85 çулхи учитель-ветеран Т. Анисимова, 90 çулхи ветеран Л. Тимофеева тата эпĕ уява пухăннисене саламласа вăрçăн йывăр çулĕсене аса илтĕмĕр.                                                                                                                                                                                                                 Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче вĕренекенсем сă-вăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Митинга пухăннисен ячĕпе палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Пирĕн хушăра вăрçăра юн тăкнисем пачах та юлмарĕç тесен те тĕрĕс пулĕ. Çавăн пекех тылра ĕçленисем те сахаллансах пыраççĕ. Юлнисем те сывлăхĕсене пула уява килеймеççĕ. Митинга ытларах тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисем хутшăнчĕç - Т. Анисимова, Л. Тимофеева, Н. Васильев, В. Васильев, Р. Васильева тата ыттисем те.Уява килнисене салтак пăтти çитерчĕç, вĕри чейпе сăйларĕç. Çавăн пекех пухăннисем вăрçă çулĕсенчи юрăсене шăрантарчĕç.

В.АРХИПОВ,

ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.